Чӑваш Енри паллӑ кинорежиссер, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Леонид Трифонов 75 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумне пӗтерсен хӑюлӑх пухса Ленинградри музыка театрӗн тата кинематографин институтне вӗренме кӗнӗ. Кайран вӑл Чӑваш академи театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫамрӑк актер уҫӑ сассипе уйрӑлса тӑнӑ.
Тӗслӗ телевидени станцине уҫсан Леонид Трифонов ҫутҫанталӑка тухса спектакльсем ӳкерме пуҫланӑ. «Йӑлтах чӑн-чӑн кинори пек пулмалла», - ҫапла калама юратнӑ Леонид Трифонов. Артистсене те, сӑнарсене те профессионаллӑ ӗҫлеме ыйтнӑ. Унӑн пултарулӑхӗнче аутенциллӗ фильмсем уйрӑм вырӑн йышӑнаҫҫӗ: «Уяв», «Осеннее пиво», «Жертвоприношение», «Мӑнкун». Вӗсене Самарти этнографпа Екатерина Ягафовӑпа хатӗрленӗ.
Трифонов Леонид Павлович 1948 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Асакасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри шкула прокуратура эрнесерен тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Кунта сӑмах район центрӗнче ҫӗкленекен ҫӗнӗ вӗренӳ учрежденийӗ пирки пырать.
Генподрядчикӗ — Чӑваш Республикин ипотека корпорацийӗ. Контракт хакӗ 1,12 миллиард тенкӗпе танлашать.
Кӑҫалхи ҫулла пуҫламӑшӗнче шкулта строительство ӗҫӗсене палӑртнинчен 3 процентне ҫеҫ пурнӑҫланине палӑртнӑ.
825 вырӑнлӑх учреждение 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Шкул естествӑллӑ наука (медицина) тата социаллӑ экономика енӗпе тӗплӗн вӗрентӗ.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче хӑна ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ Чӑрӑшкасси ялӗнчи «Заимка» кану базинчи икӗ хутлӑ пура ҫурт вут-ҫулӑмра тӗпрен кӗлленнӗ. Инкек авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулнӑ. Пушара сӳнтерме вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем вут-ҫулӑм юнашарти ытти ҫурт ҫине куҫасран сыхласа хӑварма пултарнӑ.Пушар пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Ҫынсем шар курман.
Специалистсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑмакан мӑрйине тӗрӗс мар тунипе пушар тухма пултарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Мӑнал шкулӗнче чӑваш чӗлхине хӑйне евӗр вӗрентеҫҫӗ. Тӑван чӗлхе учителӗ Анжела Московцева чӑваш фольклорне рэп-кӗвӗ стилӗпе вӗрентет. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче хыпарланӑ.
Урокра ачасем сӑвӑсене, юптарусене рэп евӗр калаҫҫӗ. Палӑртмалла: Анжелика Московцева кӑҫал «Тӑван чӗлхен тата тӑван литературӑн чи лайӑх учителӗ» професси конкурсӗнче мала тухнӑ.
Паян ҫӗрле, 23 сехетсенче, Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗ ҫывӑхӗнче М-7 ҫул ҫинче йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫапӑннӑ. Пӗри ҫаврӑнса ӳкнӗ, тепри кювета чӑмнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинче купӑста сапаланса выртнӑ. Авари вӑхӑтӗнче ҫула полицейскисем пӳлсе хунӑ. Ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен пӗр машина та унтан иртсе каяйман.
Халӑх корреспонденчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, аварире пӗр ҫын самаях суранланнӑ. Вырӑнта ҫӑлавҫӑсем те ӗҫленӗ.
Шупашкар районӗнчи Тутаркасси территори уйрӑмӗн пуҫлӑхне явап тыттарасшӑн. Вӑл служба автомобилӗпе хӑйӗн ӗҫӗсемпе ҫӳренӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ӑна 300-500 тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейре «Вкусы Чуваши» (чӑв. Чӑваш Ен тути) фестиваль иртӗ.
Уява пухӑннисем чӑваш наци кухнин куравӗпе паллашайӗҫ, вырӑнти апат-ҫимӗҫе астивсе пӑхайӗҫ. Ачасемпе аслисем валли тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ.
Вырӑнти пултарулӑх ӑстисемпе паллӑ чӑваш артисчӗсем концерт лартса парӗҫ.
Фестиваль Ишлейри Ҫӗнтерӳ паркӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкар районӗнчи 42 ҫулти хӗрарӑма руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ. Ҫитменнине, вӑл руль умне эрех сыпсан пӗрре мар ларнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӑна ҫул-йӗр инспекторӗсем Типҫырма ялӗнче чарнӑ. Унӑн вара права та пулман. Ӑна руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн унчченех туртса илнӗ. Анчах хӗрарӑма ку та чарман - вӑл ав каллех эрех ӗҫсен руль умне ларнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра 46 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ.
Елена Самойлова ӑҫтине утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе пӗлекен ҫук.
Хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пурӑннӑ.
Елена Юрьевна 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, кӑвак куҫлӑ, ҫутӑ ҫӳҫлӗ. Хурапа шурӑ тӗслӗ кофта, кӑвак джинс, хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ. Хӗрарӑм ӑҫтине пӗлекенсене 8(800)700-54-52 е 112 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Паян каҫ енне республикӑри хӑш-пӗр районта ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ, пӑр та ҫунӑ.
15 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ районӗнси Хурамал ялӗнче путене ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Пӑр теплица поликарбонатне шӑтарса пӗтернӗ тӗслӗхсем те пулнӑ.
Ҫавӑн пекех Куславкка тата Шупашкар районӗсенче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫил-тӑвӑл алхаснӑ, пӑр ҫунӑ. Чылай ҫӗрте йывӑҫсем тӳннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |